сутмалла - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
назв. игры. Альш. Унтан выляççĕ сутмалла. Сутмалла выляс тесе ак мĕне калаççĕ. Хăшĕ те пулин пĕри калат тупмалли юмах (загадка). Ăна ыттисем „тупаççĕ“, мĕне пĕлтернине йĕркипе ыйтаççĕ вара: мĕн вăл? тесе. Леш, пĕлменни, калат; вăл та пулин çавă, тет. Унта хăшĕ пĕлмес, ăна вара „сутаççĕ“: арçынна пĕр килмен-кайман карчăк таврашĕ арăм параççĕ: сана çавă, тесе; хĕрсене те çапла каччă е арçын параççĕ: сана çавă, тесе. Унта вара кулаççĕ. Çавна калаç сутас тесе. См. сут.