сăнчăр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(сы̆нζ’ы̆р, сы̆нџ̌ы̆р), цепь. N. Лашасем те сăнчăрта тăраççĕ, тет. И лошади там на цепях привязаны. ЙФН. † Ула йăтă сăнчăрта, вĕрет кĕлет айĕнче. Ст. Шаймурз. † Çӳлĕ тусем çинче çулĕ кĕлет, сăнчăр ярса сăнчăр çитес çук. N. † Çӳлĕ тусем çинче çулĕ кĕлет, сăнчăр ярса сăнчăр çитмерĕ. Микушк. Унта сăнчăрпа тăракан упа пулнă. N. Йытă сăнчăрта тăрат. Изамб. Т. Эпир ăна сăнчăрпа тытаттăмăр (собаку держали на цепи). || Кандалы. N. Сăнчăрта асапланса лар.