çурăм - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.