таната - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(танада), тенета, сеть (у охотников). Б. Олг. Таната карса кăчкăраççĕ: их-ох, их-ох, охох, охохI Молкачă тохат, танаташне чопса пырса кĕрсе каят, моталанса ларат, арканса, чăрканса, вара косса пырса, тытаччĕ она. Н. Седяк. Таната — çыхса тăваççĕ; каяк тытма кайсан карса хураççĕ, вара кайăк çыхăнса ӳкет. Чураль-к. † Авăç килет пĕр çын, танатине карнă пуль, çĕççине те хăйранă пуль, тытрĕ пуль, сӳрĕ пуль, шăмат пасарне кайрĕ пуль. Ib. Урам урлă таната карăп. (Ура сырни). N. Пĕр кайăкçă çырма хĕрине таната карнă та, кайăксем тытнă. N. Таната — вĕçен-кайăксене тытмалли япала. Ăна аларан тăваççĕ. Алан хăрах хĕррине çĕклеççĕ те, унта йывăç татăкки лартса, çиме сапса хураççĕ. Вĕçен-кайăксем кĕрессе сыхласа тăраççĕ. || В перен. смысле. N. Пире тăшман танатинчен çăлса хăтараççĕ. Нас освобождают из сетей врагов. ТММ. Çынна йăпăлтатса çавăракан унăн ури айне таната карать. N. Хăй юлташне йăпăлтатса юракан унăн ури айне таната карать. N. Вăл ман урамсене танатаран ĕçерĕ. N. Кам таната карса хурать, вăл хăй танатана çакланать.