тапах - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(табах, из тап+ах), вдруг, сразу, неожиданно. Ст. Яха-к. Юмăçсем вара: ха, пăхăр-ха, епле сулланнă çĕртен çăкăр хытти тапах чарăнса тăчĕ! теççĕ. Н. Сунар. Карчăк ачана чарать, тет: йĕрессе чарăнмасан, сана кашкăра парăп ак, тесе калать, тет. Кашкăр ăна илтсен, тапах чарăнчĕ, тет. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв тапах чарăннă. Сред. Юм. Малтан иккĕш пит йăмахлатьчĕç, мана кôрчĕç те, тапах чарăнчĕç. Ib. Сăмах пине çитрĕ, тапах чарăнтăмăр. (Гов., когда среди разгрвора вдруг наступает общее молчание).