тумла - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(тумла), капля. Çутт. Купаласа хунă утă çине çăмăр тумламĕсем тумлаççĕ, N. Алтаккин кунĕ (1 марта ст. ст.) юхнă тумлана усраса, унпала сапсан, хăяр аван пулат, тет (поверье). Б. 13. Тумла та чула шăтарать. Сятра: томла jоҕат. Т. II. Загадки. Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать. (Тумла юхни). Хорачка. Çорт çинчен томла анат (капает). Хурамал. Раштавра тумла юхсан, çулла тăм ӳкет, теççĕ. N. Кăрлаçра (в январе) тумла юхсассăн, çулла тăм ӳкет, тĕççĕ. Слеп. Томла йохса шăнса ларчĕ. || Пот. В. Олг. Питрен томла йохат.