хытăм - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
скряга. См. Магн. М. 5, 119, 120. || Яргуньк. Ватă çынсем çăвăрнă чух шăн-шак хытса выртсан, уна хытăм чӳк тесе каланă. (См. хыт чӳк). Уна асанса тăвăпăр тесе, е салат, е хăмла, е çăнăх пĕр çĕре тутăрпа çыхса чул айне хунă, тит, çав чул айĕнче çичĕ çул выртнă, тет. Çич сыпăкран е салтака кайнă ачана кĕтнĕ, е качча кайнă хĕрсене шыраса йĕрлесе тупнă та, вăсем вара салат, хăмла, çăнăх вăсенчен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тунă, тет. Вара çич сыпăкри хурăнташĕсене сăра тунă, тата пухнă çăнăхсенчен юсман тунă та, сăрине ĕçнĕ чухне, пĕри те каланă, тепри те каланă: хытарса пăрахать, тесе; вара турăмăр-ха, тӳрлени-ха, тенĕ.