ху - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.