хăма - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(хы̆ма, хŏма), доска. Бес. чув. 3. Микулай ăна хăма çурма тесе илнĕ пĕренешĕн укçа памалла пулнă. Пазух. † Урамра хăма çураççĕ. Курм. Ылтăм хăма çорĕлĕ; хорт-копшанкă тапранĕ. (Тол çутăлни). N. Вăл пӳртĕн ăшĕнче 99 хăми пур иккен, 88 сакки пур иккен, 99 хăминчен пĕр хăми пире авалхи йăлапа выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши? К.-Кушки. Улта хăма тăршшĕне утса тухса пулмарĕ, çичĕ хăма тăршшĕне çитсе курса пулмарĕ. Яргуньк. Хăма вартама, обтесывать доску (промысел). Сред. Юм. Хăма кĕрншнĕ. (Типсе хутланса кайнă). Оп. ис. ч. II. Платниксем хăмасене саваласа хунă. Плотники выстругали доски. Ib. Пӳрт çумне хăма çапса хунă. К избе прибили доску (или прибита доска). Ib. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. (Восход солнца). N. Тĕл-тĕл урай хăмисем çĕрсе кайнă, хăма пуçĕсенче шăтăксем пулнă. Хирле Сир. Хăмасене красный пăрăс тĕлĕнчен хорса çӳлелле çор пĕвее çитиччен хăпартаççĕ. Хăмасем умне тăпра толтараççĕ. || Тес. ГФФ. † Çортсем çине хăма витнĕ. Дома крыты тесом. Чураль-к. Мана атте юратать, шур пӳрт лартса парас тет, çине хăма витес тет. N. Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм, çапса çăмăр çăвасран. || Полка. Чертаг. || Вывеска. Яргуньк. Иван патша çурчĕ çумĕнче çырнă хăма курчĕ, тет те, вулама тытăнчĕ, тет, çав хăма çинчи çырăва. || N. Пурăна киле хăма çапса халăха пухасси пăрахăçа туха пуçланă. || Качели. Афанасьев. Хăма çинче ярăнас.