хăрхăн - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
то же, что хăрхăм. Альш. Пятамçĕм хуçаçăм! Хуçа тума илнĕ пулсан, хуçа çăпати туса хур; хăрхăн тума илнĕ пулсан, хăрхăн çăпати çакса хур. Пянамçăм пикеçĕм! Пике тума илнĕ пулсан, пике сурпан туса хур; хăрхăн тума илнĕ пулсан, хăрхăн сурпан туса хур. Шурăм-п. Тăрăшăр, усал хăрхăнсем, тăрăшăр ĕнтĕ, эсрелсем, анчах вутпа выляма хăрушă тенине ан манăр. N. Пике Хăрхăн пулчĕ, Хăрхăн Пике пулчĕ. Торп-к. Вара Пике (имя девушки) пичĕшĕсем патне кайма хатĕрлене пуçларĕ, тет; пус-килтен юлташ Хăрхăн ятлă хĕрача тупрĕ, тет. || Моркар. Хăрхăн = хытă çын, скупой, скряга. || Моркар. Илепех е пулатех тесе шанса кайнă çĕртен нимсĕрех таврăнсан, хăрхăнах килтĕм, теççĕ.