кутеклен - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(-д'эк'л'эн'), тащиться с ношей. Орау. Микиш арăмĕ паян вăрмантан пĕр çĕклем вутă йăтнă — пырать çырма тăрăх; аран-аран кутекленсе пырать — хăне кура мар. Ib. Пĕр вăрă каçхине пĕринне сурăх йăтса тухнă (вăрланă). Пĕр çатан патне çитсен, çатан урлă каçараймасăр асапланать, тит. Ăна, çатан хуçи курнă, тет те: ку мĕн санăн? тесе ыйтать, тет. Лешĕ: ка-арăк (глухарь), тесе калать, тет. Çатан хуçи: мыри (= мăйраки) порç (= пур-çке)! тесе ыйтать, тет. Вăрри: а-аçи (самец)! тесе каларĕ, тет те, малалла кутекленсе карĕ, тет вара.