кӳл - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(к'ӳл'), впрягать, запрягать. ТММ. Ватă лашана шанса кӳлеççĕ. Якейк. Вăл хора лашине орапая кӳлчĕ, сар лашине çатан еçчĕке кӳлчĕ. Изамб. Т. Унăн ывăлĕ, лашине урапаран тăварса, сухапуç кӳлчĕ. Янорс. Эп ура сырса пĕтереччен, атте лаша кӳлсе пĕтернĕ. N. Плука пирĕн пар лаша кӳлеççĕ. Изванк. Унтан вара тăватă урапана виçшер лаша кӳлчĕç. М. Васильев. Онтан лашине кӳлсе тăратать те.... Коракыш. † Пăхăр турта кăмăльне хура пĕкĕ кӳлтĕмĕр. || Обмануть, «обуть». || В перен. см. — заставлять работать. Орау. Сам. 79. Çакскер вăйне кӳлет те (собравшись силой, употребив усилие), тухать утать вăрмана.