тĕрĕлтеттер - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
понуд. ф. от гл. тĕрĕлтет. Юрк. Исправник яла пырса кĕрсен, урам тăрăх тĕрĕлтеттерсе пырат. N. Çапла вĕсем калаçса тăнă çĕртех кайăкçăсем йытăсемпе тĕрĕлтеттерсе те çитнĕ. Хурамал. Выльăхсене хиртен тĕрĕлтеттерсе хуса кил (= шеп хăваласа кил). Ib. Ачасем выляма кайнă пулсан калаççĕ: эпĕ вĕсене тĕрĕлтеттерсе килем-ха! теççĕ (= хăваласа). || СПВВ. ИФ. Тĕрĕлтеттерес= вутта кăмакара пит вăйлă (ялкăштарса) çунтарас. N. Вăсем вутта иит тĕрĕлтеттереççĕ, теççĕ. Тата выльăхсене тĕрĕлтеттерсе кайăрĕçĕ, теççĕ: пит хăвăрт хăвалани.