чун чĕр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
чун чĕрĕ, знач. не дано. ЧП. Уйрăлаймăп тăван чун чĕр. Лашм. Хăпартăм çулĕ ту çине, лартăм улма йăвăç сулхăнне; йăвăççи пĕр чĕрĕ, çулçи ешĕл, ан пăрахсам, тăванçăм чун чĕрĕ. Н. Карм. Хĕвеллĕ кун тухрăм çеçен хире, лартăм хурăн кутне сулхăна; хурăнсем чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйăрлас мар тăван чун чĕрĕ. N. Хура вăрман урлă каçнă чух чĕрĕ йăвăç кутне таянтăм, йăвăççи чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйрăлаймăп тăван чун чĕрĕ.