чӳрече - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
окно, окошко. Образцы. 5. † Çĕнĕ пӳртĕн чӳречи, чĕнтĕрлĕ мĕн хашахи. А.-п. й. 6. Кушак, кутăн тăрса, хӳрине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. Дик. леб 49. Унăн чӳречисене тимĕр решетке лартнă. Ib. 50. Тимĕр решеткеллĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх — тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Ib. 49. Пĕр каçхине чӳречерен, тимĕр решетке витĕр акăш çуначĕ сасси илтĕнсе кайнă. Хĕр. йĕрри 4. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, чӳрече витĕр курăнать.