хĕреслĕ урам - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
хĕреслĕ ăрам, перекресток. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Я увидела на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. ЧС. Вара хĕвел ансан пĕри хĕреслĕ ăрама тухать те пур çĕрелле те пăхса кăшкăрать: „Эй, ялти ачасем! Вирĕм, вирĕм, вирĕм!“ тет. Чăв.-к. Пирĕн савни килет явăнса, хĕреслĕ ăрамран çаврăнса. Орау. Хĕреслĕ ăрамра, на перекрестке улиц. Ib. Миçе хĕреслĕ ăрам каçрăмăр ĕнтĕ. Ib. Ак хĕреслĕ урам.