шукăш - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
шокăш, мысль, дума, намерение. См. шухăш. N. Шукăш = шухăш. N. Килти шукăш чуна ватать. Никит. Кампа шукшине тытрăм. N. Она пысăк шокăш кĕнĕ. N. Эсĕ ялан мара шокăшпе çӳретĕн. Регули 805. Шокăш он тортса илес. Михайлова. Мăн çол çинчи колош йĕр, колош йĕрне çохатасшăн; пиртен йолташ сивĕнесшĕн, пирĕн те сивĕнес шокăш çок. Ib. Сокмак çинчи атă йĕр, атă йĕрне çохатасшăн; пиртен пичи сивĕнесшĕн, пирĕн те сивĕнес шокăш çок. Сред. Юм. Шôкăшĕпе тем те тăвап тесе шокăшласа, хăй ним те тăваймасан: „шокăш шорта, хăй таçта“ теççĕ. || Забота. В. Буян. Çамрăкла юлтăмăр шукăша.