шăпăрлан - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
назв. болезни. СПВВ. Т. Шăпăрлан тесе чире калаççĕ, вăл чир пит хăруша, çемьене кĕрсессĕн пĕтĕмпех вĕлерсе тухса каять. СПВВ. ЕС. Шăпăрлан — этем мурĕ. Вăл килсен этемсене шăлсах каять, тет. Çавăнпа çынна ылханнă чух: шăпăрлан шăлса кайтăр çав, теççĕ. N. Шăпăрлан шăлашшĕ, хирлен хирешшĕ, мур кĕрешшĕ! СТИК. Шăпăрлан тыттăр (безразличная брань). Ib. Вăт шăпăрлан! Вот прохвост! Ст. Чек. Шăпăрлан — бранное слово, обращенное к лошади. Шăпăрлан хирсе каяшшĕ! (Лошадь ругают). ЧС. Ăна ачашласа тăратăн тата, шăпăрлан шалса каяс япалана, чиперех ыраттарчĕ вĕт çурăма.