шĕшкĕлĕх - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
место, изобилующее орешником, ореховый лес. Букв. 1873. Пирĕн те ялăн хурăнлах; тăрринчен шаппăр çыхатпар, тĕпне хыльăх тататпăр. Пирĕн те ялăн юманлăх; тăрринчен икел тататпăр, тĕпне тупан аватпăр. Пирĕн те ялăн шĕшкĕлĕх; тăрринчен мăйăр тататпăр, тĕпне çатан аватпăр. Пирĕн те ялăн çĕмĕртлĕх; тăрринчен çĕмĕрт тататпăр, тĕпне кăшăл аватпăр. Пазух 22. Вĕт вăрманта шĕшкĕлĕх, çинчен мăяр суйлар-и те, тĕпне тенкел тăвар-и?