парши - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(паржи), то же, что пирки, причина. Якейк. Мĕн парши эс паян пасара карăн? Зачем (ради чего) ты сегодня пошел на базар? (Укор). Урмай. Мĕн паршипе, по какому делу. Ib. Эсир унта мĕн паршипе кайса (т. е. мĕн пирки, мĕн тума, ма). Шарбаш. Парши, ввиду этого, за это. N. Çавăн парши, по причине этого. Кильд. Мĕскĕнсем хăйсен çук парши, е тата пӳртрен тухмасăр ларса пĕр-пĕрин халапне килĕштермесĕр ятлаçу-вăрçу кăлараççĕ. N. Колхоз пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ăнласа çитмен парши, халăх хушшинче колхоза хирĕç калаçса çӳрекенсем те пулнă. N. Малтанхи вырăн килĕшмен парши, кăшт пурăнсан вăл Çарăкла ятлă вырăна куçнă.