пуç - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
, поç, макать, обмакивать. БАБ. Хăй пукан çине ларса, пĕр урине сĕлĕ çине, тепĕр урине шыв çине пуçрĕ. Альш. Упин юнĕ пат! пат! тумлат та, Чĕрнеккейĕ çăкăрпа пуçса çиет, тет. Кан. Тасатасса — пĕчик шăл шчуткипе, ăна шăл порошокĕ çине пуçа-пуçа, тасатмалла. N. Çăкăру татăкне уксус çине пуç. КС. Сахăр çине пуçса çирăм. Ib. Пыл çине пуçрăм. Якейк. Çĕр оммине (или: оммая) çупа пуçса çаççĕ (= çиеççĕ); йохтармалла икерче çупа пуçса çаççĕ. Ib. Пĕр чĕл çăккăр касса илтĕм те, тăвар пуçса, шу сыпса çиса ятăм. Сред. Юм. Тварпа пуçса çиет. Ест, обмакивая в соль. Сёт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса (обмакивая в соль), шупа сыпса, çиса ятăм. Юрк. Паранка (çĕр-уммине) чăвашсем хуранта хуппипе пĕçереççĕ. Пиçсен, хуппине шуратса, тăвара пуçса çăкăрпа çиеççĕ. Янтик. Çăкăра (çупа) çу çине пуçса çиес! Çăкăра тăварпа пуçса çи! КАХ. Çăкăрпа чӳклесе пĕтерсен, çăкăрне пуçлаççĕ те, çемьери çынсене пурне те пĕрер татăк (хлеба) тăвар шăлĕ пуçса параççĕ. Çав çăкăрсене ал валли теççĕ. (Тайăн-сăра).