пуçăн - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(-з'-), начинать, приниматься за дело. СТИК. Атя, пуçăн! Айда, начинай (напр., жни, пиши). Ст. Чек. Таçта кайса пуçăнмалла (= пуçламалла= ĕçе тытăнмалла). N. Выç çынсенĕн кил-йышсене тăрантарма пуçăнать. Кан. Кив самана вырăнне çĕн самана пуçăнчĕ. Регули 722. Вăл онтан пуçăнчĕ. Сред. Юм. Ĕçе пуçăннă= ĕçе тытăннă. Орау. Ĕçе пуçăниччен; пуçăнсан, каять вара. Ib. Паян лаптăка вырса пĕтерсе шĕвĕре (пĕр пуçĕ шĕвĕр) пуçăнтăмăр. Якейк. Ĕçе пуçăнас полать, ĕçлеме тапратас полать. N. Пуçăнса каять (речка). Сир. 167. Ĕнтĕ тăр та (в рукоп. пуçăн та), Иордан шывĕ урлă каçса кай.