пăлан - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
олень, в некоторых говорах лось. Кубово. Пăлан — лось. Регули 604. Пăлан тирĕнчен такмак патăм; такмак пăлан тирĕнчен тунине патăм. Трхбл. † Пăлара пăлансем ишеççĕ, мăйракине шыва чикмесĕр. ЧП. Пăлан ишет, мăйракине шыва тивертмест. Буин. † Аслă çулпа пăлан пырат, хӳре каснă тиха пек. Такмак. Ултмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чух тĕл пултăмăр вуник мăйракалă пăлан. Сборн. по мед. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, теççĕ. Кайсар. Пăлан мăйракине сивĕ тытнăран çумма çакаççĕ.