пăчăр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(пы̆џ̌ы̆р), рябчик, изредка — куропатка. А. Турх. Пăчăр — вĕçен кайăк, ашне çиеççĕ, ушкăнпа çӳрет. Кăвакарчăнтан кăшт пысăкрах, чăпартарах сăрă. Актай. Пĕр пĕрене çинче икĕ пăчăр ларĕ. (Чĕчĕ). Нюш-к. Пăчăр, чăхран пĕчикрех. Уна хĕлле уйра вăрă сапса серетепе тытаççĕ; пăчăр нумай килсен, тыр пулмасть. Якейк. Он лаши пăчăр пак мăнтăр. Шел. 51. Хăшне çĕре ӳкерсе пăчăр тĕкне татаççĕ. Сред. Юм. Пăчăр чôн тохаччин ĕмĕтленет, тет. («Каждый человек до смерти надеется». Послов.). Н. Лебеж. Килĕрен пăчăр. (Мунчала). Пшкрт. Пăчăрăн пырши токсан та виç кон порнасшăн. Чертаг. Пăчăр шăхăрать (о птице). С. Тим. † Тимĕрçенĕн аслă шыв, пăчăр ишсе каçаймас. IЬ. Пăчăр живет в поле. Чураль-к. Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тухать.