пĕçерт - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(пэ̆з'эрт), обжечь, обварить. Панклеи. Виç çуринне те тотисене пĕçертсе, çĕмĕрсе пĕтерчĕ (лисица сварила похлебкою губы медвежат). Бгтр. Хĕвел хытă пĕçертсен, çумăр пулать, теççĕ. N. Çуркунне иртерехпе (к концу весны) хĕвел тата хытăрах пĕçертме пуçлать. Ыраш 18. Тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ ку хĕвел паян ыраш пуссинче. Ыран пĕçертмеллине те паянах пĕçертсе пĕтересшĕн пулас. Кумарка. Çуркунне хĕвел хытă пĕçертет. N. Унтан пăртак тăрсанах (скоро) хай çĕлен виçĕ çухрăмранах пĕçертсе киле пуçларĕ (опаляя дыханием), тет. Кан. Шывĕ вĕри пулнă. Ачана йăлт пĕçертое янă (обварили). Шор-к. Ман таçта кайсан та телейăм полас çок. Кăмака çинче ларсан та котăма пĕçертсе ярассăн туйăнать. Шашкар. Ора пĕçертме тапратþă (-р'ы̆; так говор. при особом ощущении, когда не знаешь, горят ноги ил и зябнут). Якейк. Кон çамки хыт пĕçертет. У него голова горячая (с ним жар). Шибач. Çĕркаç мана пĕçертсе пăрахрĕ (жар. У КС. Çĕрĕк-каç мана вĕрилатса пăрахрĕ). М. Васильев. Ай-ай, йоман кăларма... Пĕтĕм ăша пĕçертрĕм. || Жечь. (о крапиве). Якейк. Вĕтрен алла пĕçертет хĕвел пĕçертет, вот пĕçертет. М.-Чолл. Вĕлтĕрен урасене пĕçертет. || Бить. Орау. Такшин ачисене мучи пахчинчен пĕçертсе кăларса ячĕ. Кама 36. (4—5 хĕрарăм кăшкăрса пырса кĕреççĕ). Савсем (коштаны) иккĕш яла пăтратаççĕ, вĕсене шăлĕсене пĕçертмелле. N. Вĕсем (казаки) ăна хытă пĕçертнĕ. || Заставить краснеть. Сред. Юм. Ашшĕ-амăш питне пĕçертет çав. Срамит отца и мать. (Распространил о себе дурную славу, за что родители стыдятся людей).