прикас - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(-гас), приказ, распоряжение. Юрк. Каç пулсан çывăрма выртас умĕн, чи аслă улпучĕ салтаксене прикас парат: çĕрле, никама та пăшал пеме хушмасть. Синерь. Кукша кӳлчĕ, тет, кашкăра кӳме, ларчăка мăйракалине лартрĕ, тет, хăй улпучĕ пулч, тет. Çул çинче çар тĕл пулч, тет, кукша кăçкăрат, тет: прикас (scr. прикис), тет, тет катаранах. || Учреждение, волостное правление. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват прикаса çитет (перебывал, служил). Календ. 1904. Ялта укçалă çыру, заказное сыру илесси пит хĕн; малтан прикаса темиçе çухрăм кайса повесткă çумне пичет пустарас пулать.