каяш - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
последки; остатки. Шумш. † Пирĕнтен — каяш — йолашки ларччăр вăрри толаччен. N. Пĕр пăккинчен пыл юхат, пĕр пăккинчен сим юхат, пĕр пăккăнчен (siс!) каяш юхат. Вăл та пулин юрĕ. (Такмак. В другом месте там же: «пĕринчен сим юхат, пĕринчен каяш сăра юхат»). Сред. Юм. Çăра ăсла йôхса пĕтсен, кайран йôхакан ăслана каяш теççĕ. ||Шарбаш. Каяш — испражнение. || Хвост хлебного вороха. Тюрл. Тырă сурсассан, каяш. Альш. Тырă каяшĕ, авăн çапнă çĕрте, тырă сăвăрнă хыççан йĕтем çине юлат. || Последствие, конец. N. Хуйхăна сирсе яр, каяшĕнче темĕн пуласса асăнта тытса тăр. || Минувшее, прошедшее. Ст. Шаймурз. † Малашне-каяшне астусан, шăпăртатса юхат куççулĕ.