каплантар - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Н.И. Ашмарин. Словарь чувашского языка. 17 томный словарь чувашского языка, подготовленный проф. Н.И. Ашмариным.
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Словарь чувашского языка

каплантар

понуд. ф. от каплан. Ст. Чек. Майлă мар туса каплантартăн! Нечего сказать, обрадовал ты своею работою! («сделал на банный угол», т. е. плохо). Сĕт-к. Сăмахпа (ятлаçса) каплантарас, забросать словами. Яргуньк. Ку нумаях каплантарияс çук. От него много не дождешься. (Гов. о человеке и о предмете). Он çомăнче нумаях капланса порăнаймăн. У него многим не поживишься, многого не увидишь. N. Каплантарчĕ ухмах, всадил меня (ирония). Якейк. Но, Михал, эс плотнă каплантартăн Йăвана! (здорово отчитал, пробрал). Альш. Эх вăл ăна сăмахпалан каплантарма тытăнчĕ (начал «резать», так что тот ничего не мог возразить). Ib. Епле сăмахсем каплантара пуçларĕ! Какие он (скверные) слова стал отворачивать! (стал «пускать с верхней полки», так что и отвечать нельзя). Ib. Кунтан епле тутлă шăршă каплантарать (воняет)! Орау. Ан кала, ĕç туса каплантартăн! И не говори, многое ты сделал! (говорят хвастуну). Ib. Эх ача, намăс сăмахпа каплантарса хучĕ-çке! Ну, и выпалил штуку! (напр. произнес некстати непристойное слово). Ib. Пĕри-пĕри намăс сăмах каланă пулсан: каплантарчĕ (или: каплантарса хучĕ), теççĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150