ăшала - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(ы̆жала), жарить. Юрк. Ăшала пуçларăм. Стал поджаривать. Сред. Юм. Ăшала, поджарить. Упа 859. Ăшаланă сысна-çури, сĕтлĕ тĕпретсе тунă салма. Жареный поросенок, молочная лапша. НАК. Вĕсене йăвасем, ăшаланă пăрсасем параççĕ. Им дают «йăва» и поджаренный горох. || Бить. Турх. Нуммайччен лашине ăшаланă, вара лаши пуçне усса янă. Долго он бил лошадь, и наконец лошадь повесила голову. Ст. Чек. Ăшаларăм — жарил, бил (прутом или крапивой). || Есть, «шамать». Орау. Пĕр кӳренке кулач илтĕм те, лайăх ăшаларăм. Купил фунт калача и здорово поел («пошамал»).