явкай - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(jавгаj), время дня, часа в четыре летом, средина между полуднем и закатом. СПВВ. «Явкай» — пабедье». СПВВ. ВА. Явкай — апат. Изамб. Т. Ĕнер явкайра (часа в 4 летом, средина между полуднем и закатом) пĕлĕт хăпарчĕ те, çумăр кунталла килмерĕ. Байгл. Явкай — каçхи апат вăхăчĕ. IЬ. Хăçан килес, явкай вăхăтнелле килес-и? П.П.Т. Кăнтăрла иртсессĕн, явкай тĕлĕнче, ачасем ялта вăйя тухаççĕ. После обеда, в пабедье, деревенская молодежь выходит в хоровод.(Уй чӳкĕ). || Положение солнца в пабедье. Изамб. Т. Усем (утки) хĕвел тухăç енчен явкаялла вĕççе карĕçĕ. Турх. Кун каç енне сулăнать, хĕвел явкайра курăнать. Сборн. по мед. 15. Каçхапата (явкай, сеппер) çăкăр çитереççĕ. (Русское пабедье, повидимому, не соотв. чув. выр.).