юмçă - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
йомçă, то же, что юмăç, знахарь. Н. Седяк. Çын чирлесен, юмçăран юмăç пăхтараççĕ: мĕнрен чирленĕ? (scr. чирленĕ-и), тесе. Чăвашсем шухăшлаççĕ: чир пурăнма пĕлменрен пулать, темеççĕ, ун вырăнне: пĕр-пĕр япаларан пулĕ, теççĕ. Е йĕрĕх тытнă; е турă (икона) тытнă; е вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Çаксене пĕлесшĕн юмçă патне каяççĕ. Юмçă тӳрлетеймесен, вĕрӳçĕрен вĕртеççĕ. Çакăнтан вĕрӳçĕ юмçăран аслăраххи курăнать.