лаплат - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
грузно падать, хлопнуться. Орау. Инке калинккерен тухнă чухне такăнса (запнувшись), лаплатса ӳкрĕ-çке! (на сухую землю). См. леплет. Ib. Паян пĕре лаплатса ӳкрĕм те, пĕтĕм ăш-чик тапранчĕ (на сухом месте). Ib. Лаплатса ӳкрĕ. Хлопнулся плашмя. Халапсем. 5. Турачĕпе пĕрле хăй те çĕре лаплатса ӳкет. Ст. Чек. Пычĕ-пычĕ те, лаплатса персе анчĕ (шибко упал). || Никит. Çавăнта кайса лаплатса çӳрерĕм-ха (прохлопал, прослонялся), йăлт ывăнтăм. || Хлопать крыльями. Сред. Юм. Пысăк кайăксĕм лаплатса вĕçеççĕ („показывает медленное движение крыльями“). || О лампе. Сред. Юм. Лаплатса тăчĕ те, лап! сӳнейчĕ.