лапша - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
плоский, низкий. Собр. Лапша, çăпата, çинçе пилĕк, çутă куç. (Хăй-чикки). Чув. пр. о пог. 178. Асамат кĕперри лапша (лутранăн) карăнсан, йĕпе пулать. Если радуга протянулась плоско, низко,– будет ненастье. || Неопрятный, неряшливый, грязный. Çеçмер. Вăл лапша томланкалать (одевается неопрятно). Питушк. Лапша çын (живущий грязно, неопрятно). Ib. Апатне чон çĕклемеçт çима та (противно есть), питĕ лапша (очень грязно). СПВВ. МС. Лапша тесе тирпейсĕр, хăйне хăй пăхайман çынна калаççĕ.|| Невзрачный, невидный. Чертаг. Лапша кĕлеткеллĕ (лаптаклă-мĕнлĕ ) = кĕрнексĕр кĕлеткеллĕ (невзрачный, плохого телосложения). || Неподвижный, вялый, слабый. В. Олг. Лапша çын, вялый, малоподвижный человек. Б. Олг. Лапша çын, слабый, плохой (в работе). Шарбаш. Ора çине тĕреклĕ тăриман çынна, выльăха: лапша! тесе, вăрçаççĕ.