минкет - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
понуд. ф. от минкен. N. Унăн урисене тимĕр тăлăпа минкетнĕ, унăн чунĕ тимĕр витĕр тухнă. Юрк. Ялан сĕркеленнинчен тĕк те тухма тытăнат; вĕсене кăлара-кăлара куçне те минкетсе пăрахаççĕ. || Мучить. СПВВ. N. Тарçусене минкетсе, вăйран кайиччен ĕçлеттермерĕн-и? Юрк. Ăна унта тытсан, хĕнеме мар, минкетме те пултараççĕ. N. Вăл сана хăна та, сана пулăшакан усал сывлăшсене те тамăк вутне пăрахса минкетĕ. Баран. 98. Вăл хăй лашине лайăх пăхса усрать; ăна йывăр ĕçпе минкетмест, хĕнемест, ачаш тытса усрать. || Мять (вещь).