вĕр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(вэ̆р), лаять. Упа 756. Сасартăках, вĕсенчен инçех мар, тырă ăшĕнчен пысăк хура йытă сиксе тухнă та, вĕсене вĕре пуçланă (начала на них лаять). Т. М. Матв. Сĕм вăрманта кăвак йытă вĕрет. (Вăрманта пуртă сасси). Орау. Йытти тăрсан-тăрсан пĕре вĕрсе илет (нет, нет, да и залает). СЧУШ. Хĕлле урамра йытăсем хытă вĕре пуçласан, ăшăтат. С. Дув. Вĕр, вĕр, шавкка, вĕр, шавкка, пăру сакайне кĕр, шавкка. Ау 3. Манăн халĕччен вĕрмен йыттăмсем вĕрсе ячĕç. || Ст. Чек. Хура йăтă вĕре пуçларĕ (т. е. мне хочется есть).