вĕрилен - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
жариться, прожариваться (о горшке, для чистки). В. Олг. || Стать горячим (от болезни и пр.) СВТ. Ачанăн çан-çурăмĕ кăшт вĕриленет. Альш. Пĕтĕм çан-çурăм вĕриленсе карĕ. Меня бросило в жар (от страха). Сред. Юм. Лаша чирлесен, сăмси шăтăкĕ вĕриленет. Если лошадь захворает, то температура в ноздрях повышается. Сборн. по мед. Саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш кунсенче ача вĕриленсе выртать, канлĕ çывăраймасть. Кан. 1928, № 246. Малашне шăмшак вĕриленни тата ытларах та пулса ӳпке шыçма (воспаление легких) тапранса кайма пултарать.