усламçă - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
то же, что усламăç. СПВВ. Т. Усламçă пасар тарăх вак-тĕвек япала сутса çӳрет. Шурăм-п. № 14. Чиркӳ карти çумĕнчех усламçăсем пĕремĕк сутса лараççĕ. Альш. Утран йĕнер антармас, усламçăтăр çав ача. Тюрл. Осламçа — торговец. Осламçа сопăн сотса çӳрет. Килĕрен кидле çӳрет, осламăçă! (брань). Из дома в дом шатается, шатун! Ст. Айб. Икĕ усламçă килеççĕ те, тарăн вара çитеççĕ; çитĕçин-çитмĕçин, мĕн тăвас? Яхат-ошкăнь. Усламçă — торговец.