Ăш тулать - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Ăш [ăшчик] тулать становиться обидно (досадно, горько и т. п.) кому, накипело на душе [на сердце] у кого.
Тата арăмĕ тумне, калаçнисене, ачи ятне аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет. Хыпар. Сӳннĕ кăвайт амаланса çунма тытăннăн, Полина Яковлевна ăшчикĕ тепĕр хут тулса çитрĕ. А. Талвир. Ăшчик тулса килчĕ манăн — кӳренни, тарăхни, курайманни пĕтĕмпех пĕрле пулчĕ пулмалла. А. Лазарева.