Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть конца-краю не видно (не видать); син.: вĕçĕ-хĕрри çук.
Малтанах мана вăрçă, пĕр-ик хут çапăçăва кĕрсенех, пĕтессĕн туйăнатчĕ. Анчах унăн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть иккен. В. Алентей. Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман, Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман. С. Элкер.