Пĕр калăп пул - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Пĕр калăп (калăпра, калăпран) пул быть на одну колодку.
Уя пирки нумай палкамăн. Ӳлĕмрен ак, çитĕнсен, Пулăн аçупа пĕр калăп Чăннипе суйи енчен. Ю. Семенов. Эс ан хутшăн, катемпи! — Сахвине Маврана ура тапса кăшкăрса пăрахрĕ. — Эс те стариккупа пĕр калăпра. С. Аслан. — «Паймук хуçа е Эливан хуçа», — çапла çеç калать, пуянпа чухăн пĕр калăпра пулас çук нихçан та. П. Осипов. Учительсем пурте пĕр калăпран пулмалла имĕш. Килĕшместĕп! Учитель — чĕрĕ çын. Т. Петĕркки.