Пил пар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Пил [пиллĕх] пар благословлять / благословить кого, давать / дать благословение кому.
Ваттисем ĕлĕк, аслă ывăл авлансан, ăна пил парса тĕп килтен уйăрса кăларнă. В. Эльби. Çтаппанпа арăмĕн сăмахĕсем юлашки хут пил панă пекех илтĕнчĕç. Н. Мранькка. Амăшĕ ăна çул çине пиллĕх парса ярать. Н. Никольский. Пиллĕх панă хĕрсене аслă Çĕршывăмăр-анне сыватмашкăн çутçанталăк суранне. И. Тукташ.