Сăн çапать - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сăн çапать 1. становится на вид каким; 2. окр ашивается в цвет какой.
1. Салху сăн çапнă Зоя Савельевна ман пата тухса вĕри чей тултарса пачĕ. А. Талвир. Вăтăртан çеç иртнĕ пулсан та, ватă сăн çапрĕ. М. Данилов-Чалтун. Вавил, Сарпие эп паçăр куртăм. Йăлт урмăшса кайнă, вилнĕ çын сăнĕ çапнă хăйне. Н. Терентьев. 2. Мăклă шур лачаки патне çитнĕ чух мал енчи тӳпене хĕрлĕ сăн çапрĕ. М. Кипек. Апрель хĕвелĕ паçăрах тăвайкки хыçне анса ларнă. Çанталăка тĕттĕм сăнĕ çапнă. С. Элкер.