Çăварне хупла - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Çăварне хупла [хуп, карта тыт] затыкать [закрывать, зажимать] /заткнуть [закрыть, зажать] рот кому.
Ашĕнче [Макçăм] арăмĕн çăварне хуплама май килменшĕн пăшăрханчĕ. Н. Мранькка. Аслă революци кивĕ йĕркесене тĕп турĕ, çын вăйĕпе кӳпĕнсе пурăнакан путсĕрсен çăварĕсене хупларĕ. Чăваш календарĕ. [2-мĕш кайăк:] Эпир вĕтĕ çав... Пирĕн çăварсене часах хупĕç. М. Ухсай. Вĕсен çăварне карта тытман вĕт; мĕн килчĕ çавна персе яраççĕ.