Çут тĕнчерен уйрăл - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Çут тĕнчерен уйрăл [кай, çухал] уходить / уйти из жизни.
Маня иккĕмĕш класс пĕтернĕ çулхине, шăп çу варринче пĕтĕм çутçанталăк ешерсе чечекленнĕ вăхăтра, Фадей Фадеевич арăмĕ çут тĕнчерен уйрăлчĕ. А. Талвир. Эпир çут тĕнчерен кайсан, Куççуль ӳкетех-шим вара? X. Акивер. Лукарьен çак самантрах куçне хупса çут тĕнчерен çухалас килчĕ. Н. Мранькка.