Тăна кĕрт - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Тăна (тăн) кĕрт 1. учить уму-разуму кого, поучать кого; 2. приводить / привести в себя кого; 3. проуч ить кого, наказать кого.
1. Вăл, Ерошкина тăна кĕртес тесе, чылайччен ятларĕ те киле ячĕ. Н. Патман. 2. Вĕсене Ваçка йыснăшĕн сасси тăна кĕртрĕ. М. Ухсай. Наçтук ăна сивĕ шывпа сапса тăна кĕртрĕ. А. Артемьев. 3. — Савăнма ан васка, райкома чĕнсе хăвна тăна кĕртессе кĕтсех тăр! — хушса хучĕ. М. Кипек. Пуппа юлташлă самăр вырăс уçнă Чăвашсене тăна кĕртме лавкка. Я. Ухсай. Ют çĕртен ырăпа килнине Чыс тумалăх пур çăкăр-тăвар, Чикĕрен усалпа каçнине Тăн кĕртмелĕх пур типĕтнĕ тар. С. Шавли.