Хур кур - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Хур кур [тӳс] 1. попадать / попасть в беду; 2. хур тӳс мучиться / измучиться, терпеть / потерпеть горе, мучения.
1. — Пĕтрĕм, тинех хур куратăп, — пылчăклă аллине лăстар-лăстар силлерĕ Трофимов. В. Ухли. 2. Вăрçа ăсаннă халĕ çамрăк-кĕрĕм, Аманнисем çеç килнĕ хур курма. Я. Ухсай. Лукарье тивĕçсĕр хур тӳсекен хĕрарăм пек курăнма тăрăшрĕ. Н. Мранькка. Çĕршыв арканма ешермест, Çынна хур тӳсме ӳстермест. М. Волкова.