Чĕрене тыткăна ил - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чĕрене [чун-чĕрине, чуна] тыткăна ил покорять, очаровать, зачаровать кого.
Хĕр чăтаймарĕ ак, çĕр алă хĕрсе шăпăртатать кăна: Юрри-çке юмахран асамлă, Чуна вăл илчĕ тыткăна. А. Алка. Акă халĕ çав çĕнелнĕ, хăватланнă, тĕшшипе çаплах малтанхи пекех юлнă юрă темиçе çĕр çын чунне тыткăна илет. А. Артемьев. Килĕшрĕн эс мана, çав каçран пуçласа ман çамрăк чĕрене тыткăна илтĕн. А. Лазарева.