Чĕрене хускат - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чĕрене [чуна] хускат лишать / лишить покоя кого, расстраивать / расстроить кого, будоражить / взбудоражить кого.
Ваçлей Иванч калаçнăçемĕн ик ретлĕ çĕнĕ купăсне тăсса ярсан, хаваслă çемĕ каллех хускатрĕ чĕрене. Ю. Семенов. Çамрăксен юрри ватă чĕресене те хускатса ячĕ. Хумма Ç. А. Артемьев халăх чĕрине чăн-чăннипех тивекен ыйтусене хускатать. М. Сироткин. Чунне хускатайман тăван уй-хирĕ... Я. Ухсай. Сасси уçаччĕ [Ахметăн], — калаçнă чух хăлхана кăтăклатчĕ, чуна хускататчĕ. В. Васильев-Уçăм.