Чуна çунтар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чуна [чĕрене] çунтар [ыраттар] терзать душу [сердце] кого, чью, заставить болеть душой кого, бередить душу кого, чью.
Путсĕр кĕвĕçӳ мĕн чухлĕ çынна тарăхтарать, чунне çунтарать. В. Алентей. Анук аппа та, уншăн кулянса, пайтах чĕрине çунтарчĕ. А. Ĕçхĕл. Йывăр асаилӳсемпе чуна ыраттар. Радио та, хаçатсем те куллен-кунах чĕрене ыраттаракан хыпарсем кӳрсе тăраççĕ. В. Сатай. Кинĕ те ытла хуйха ӳкни Çтаппан чĕрине ыраттарчĕ. Н. Мранькка.