Чуна хытар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чуна [чĕрене, кăмăла] хытар сдерживать себя, сдерживаться, крепиться; чуна хытарса (мĕн те пулин ту) скрепя сердце (что-либо делать).
Хăй пăлханнине кăтартас мар тесе, шăлне çыртрĕ каччă, чунне хытарчĕ. А. Талвир. Хытарăпăр хăюллăн Чуна та чĕрене. Хĕç пултăр ăшри çулăм, Çĕнмешкĕн вĕренер. Я. Хусанкай. Ман хамăн та, чĕрене тем пек хытарсан та, куççуль шăпăртах юхса анчĕ. Л. Агаков. Çтаппан та кăмăлне хытарма ĕлкĕрнĕ, ывăлне вăл лăпкăн кĕтсе илчĕ. Н. Мранькка. Герман хăй йĕрсе яратчĕ, Кăмăлне пăртак хытарчĕ: — Вилме тăхтар-ха асанне. тултарас çук ял масарне. П. Хусанкай.